Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх Олег Николаев паян ирттернӗ пысӑк пресс-конференцире чӑваш чӗлхипе культурине упраса хӑварас ыйту та пулчӗ. Чӑваш чӗлхине упрас тата аталантарас тӗллевпе йышӑнма палӑртнӑ программӑна (ӑна Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттернӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче Олег Николаев палӑртнӑччӗ) туса хатӗрлесси мӗнле пынипе, программӑшӑн кам яваплипе кӑсӑкланчӗҫ. Олег Николаев программӑна туса хатӗрлессишӗн виҫӗ ведомство: Вӗренӳ, Информополитика, Культура министерствисем – яваплине пӗлтерчӗ. Республикӑри районсемпе хуласен администрацийӗсене те ҫак ӗҫе явӑҫтарнӑ. «Халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне кӑсӑклантаракан программа пулмалла вӑл», – тенӗ май утӑ уйӑхӗнче хатӗрлесе ҫитермеллине палӑртрӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн черетлӗ ҫитӗнӗвӗ пирки пӗлтерме вӑхӑт ҫитрӗ: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 400 пинрен иртрӗ. Ҫулталӑка эпир 240 пинрен пуҫланине шута илсен кӑҫал ҫапла май 160 пин тума ӗлкӗртӗмӗр те. Ҫав шутра, ку уйӑх пуҫламӑшӗнчен 18 пин ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлерӗмӗр. Ку уйӑхри ӗҫе илес пулсан эпир Николай Гоголӗн повеҫӗсене (Невски проспект, Кӳме, Сӑмса), Иван Тергеневӑн хайлавӗсене (Пирвайхи юрату, Ася, Бирюк), Николай Бирюковӑн «Чайка» романне мӑшӑрларӑмӑр. Умра тӑракан ӗҫсенче вара: Иван Тургеневӑн «Ашшӗсемпе ывӑлӗсем», Антон Чеховӑн «Хушка пуҫӗ», Аркайди Гайдарӑн хайлавӗсем. 400 пин мӑшӑр тунӑ хыҫҫӑн эпир хамӑр ӑсталанӑ куҫӑруҫӑна ҫӗнетме шутлатпӑр. Яндекс.Тӑлмача мӑшӑрсен тепӗр йышне 500 пин урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн ярса пама шутлатпӑр. Ҫавах та каласа хӑварас пулать — юлашки вӑхӑтра Яндекс.Тӑлмач куҫарӑвӗ самай лайӑхланчӗ (эпир вӗсене ҫӗннисене ярса паман пулсан та). Сӑмахран, «Нарспи» куҫарӑвӗ чылай якарах пулса тухать вӗсен. Эпир вара, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ, хамӑр ӗҫе малалла тӑсатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
«Чӑвашла радио итлес терӗм, чӑвашла вӗренмешкӗн. Сайта уҫрӑм та итлеме пуҫларӑм, вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ытти канала куҫрӑм, вырӑсла юрӑ янрать... Ман шутпа, чӑваш чӗлхине упрас тесен, чӑвашла радиора кунӗпех чӑвашла кӑна янрамалла», – тесе чӑвашла ҫыпӑҫуллӑ ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Yuto Hishiyama. Яндекс.Тӑлмачпа куҫарнӑ пулӗ тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Вӑл каччӑ тахҫантанпах чӑваш чӗлхине тата тутар чӗлхине вӗренет. Сӑмах май каласан, вӑл «#эпӗчӑвашлакалаҫатӑп» хэштегпа чӑвашла сӑвӑ вуланине те хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш чӗлхи манӑн тӑван чӗлхе мар пулсан та, вӑл мана вӑй парать. Юратса вӗренетӗп. Ӗмӗрлӗхе упранса юлтӑр!», – тесе ҫырнӑ ҫамрӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Олег Николаев. www.hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2018 ҫулта вӗренӳ ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне (халӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан) Олег Николаева ӳпкелесе калаҫнине илтме тӳр килчӗ. Саккуна хатӗрлекенӗсенчен пӗри пулнӑ май сӑмах тиврӗ ӑна. «Интерфакс» информаци агентстви республика ертӳҫинчен ӗнер интервью илнӗ. Тӗрлӗ темӑна хускатнӑ май маларах каланӑ ҫав саккуна та аса илтернӗ. Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, саккуна тӗплӗн вуламаннисем ҫеҫ ӳпкелеме пултараҫҫӗ. Ача хӑй вӗренекен тӑван чӗлхене ирӗклӗн суйлама май туса парас тенине палӑртнӑ Олег Николаев. «Эпӗ – чӑваш, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлетӗп, ӑна упраса хӑварассишӗн тата хӳтӗлессишӗн йӑлтах тӑватӑп», – ҫирӗплетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Акцие Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Красноярск тӑрӑхӗнчи тата ытти ҫӗрти чӑвашсем хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑ вуланӑ, ҫавна видеролик ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. #люблючувашский (чӑв. чӑваш чӗлхине юрататӑп) хештэглӑ видероликсене ачасемпе студентсем те, воспитательсемпе вӗрентекенсем те, ваттисем те вырнаҫтарнӑ. Сӑвӑ вулакансенчен чи ҫамрӑкки 3 ҫулта пулнӑ, чи асли - 83-ре. Шупашкар районӗнчи Праньккара пурӑнакан 83 ҫулти Клавдия Иванова Любовь Мартьянован «Кун килет те каять ҫаврӑнса» сӑввине хавхаланса вуланӑ, виҫҫӗри Ева Кириллова «Пукане яла каять…» хайлава тӑрӑшса каланӑ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра ҫуралнӑ, халӗ тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑка ушкӑнпа вуласа видеролик хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Тӗлӗнмелле ҫак пӑтӑрмах пирки Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Надина Джавадова Фейсбукра ҫырса пӗлтернӗ. Вӑл икӗ ҫул каялла тӑван ене килнӗ. Шупашкарта унӑн аптекӑна кайма тивнӗ. «Чӑвашра пулнипе хӗпӗртесе кайса-ши, сутуҫӑпа чӑвашла калаҫас терӗм. Анчах та, кӗтмен ҫӗртен шовинистла сӑмахсем илтмелле пулчӗ: «Так прилично выглядите, а говорите по-чувашски», — терӗ куҫӗсене чарса пӑрахса, вырӑсла пӗлнӗ таран...», — ҫырса кӑтартнӑ ентешӗмӗр. Тӑван республикӑмӑрта наци чӗлхипе калаҫакан чӑваш хӑйне хӳтӗлеме хӑтланни фармацевта ӳкӗте кӗртеймен. Вӑл хыҫран тем каласа вӑрҫса юлнӑ. Ют ҫӗршывра, Раҫҫей турисчӗсем йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, вырӑнтисем вырӑсла пӗлеҫҫӗ-ши тесе вырӑсла хӑюсӑррӑн сӑмах пуҫарнине ӑнланма пулать-ха. Анчах чӑваша килсен Шупашкарта чӑвашла калаҫма шикленни, чӑн та, тӗлӗнтермӗшех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Акӑ ӗнтӗ ака уйӑхӗ те вӗҫленчӗ, ҫу уйӑхне кӗтӗмӗр. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн иртнӗ уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Пуш уйӑхӗнчи пек рекорд лартаймарӑмӑр пулин те кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенчен ытларах мӑшӑр турӑмӑр: + 33 110. Ҫапла май пирӗн Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче халь 382 882 мӑшӑр шутланать. Иртнӗ уйӑхра эпир Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» роман-эпопейӑна мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр, ҫавӑн пекех ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене те: Виталий Бианки, Юрий Сотник… Шел те, кӑшӑлвируса пула кӗнекесем сканерлас ӗҫре йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ — Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ ӗҫлеменрен ҫӗнӗ кӗнекесем тупма йывӑртарах. Ҫавах та алӑ усмастпӑр, тӗрлӗ майсемпе усӑ курса вӗсене тупма тӑрӑшатпӑр. Серверти видеокарточкӑпа усӑ курса хамӑр куҫаруҫӑн хӑвӑртлӑхне ӳстерес тесе хӑтланнине пула унӑн ӗҫне йӑлт пӑсса пӗтӗртӗмӗр, сервера ҫӗнӗрен хӑпартма тиврӗ. Ҫавна пулах хамӑр вӑхӑта чылай пӗтертӗмӗр. Ҫавах та майӗпен юсаса ҫитерме шутлатпӑр-ха. Ҫӑвах та ырӑ хыпарсем те пур: Яндекс.Тӑлмач чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлме пуҫланине асӑнма пулать: енчен те маларах пирӗн куҫаруҫӑпа Яндек.Тӑлмачӑнне танлаштарнӑ чухне вӗсем пӗр тан пыратчӗҫ пулсан (е пирӗн аванрах, е Яндекс. | ||
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Ят сӑмахсем (терминсем) пирки халиччен эпӗ ятарласа «Чӑваш сӑмахлӗхӗн вӗрентӳ меслечӗсем» кӗнекере (2006, 51-55 тата 389-396 енсем), уйрӑм хӑтавсенче (тӗслӗхрен, «Кивви-ютти лайӑх-и е ҫӗнни те кирлӗ-и? 2009; «Ӗҫ ҫуртне палӑртакан ятармӑксем», 2012; «Чӗлхе ҫинчен шухӑшласан», 2020) ҫырнӑччӗ. Ҫавсем ҫумне хушса, халӗ калаҫӑва малалла тӑсас кӑмӑл пур. Кутемӗн вырӑс чӗлхине те, ытти чӗлхесене те интернет урлӑ виҫесӗр нумай мӑриккан сӑмахӗсем кӗрсе тулчӗҫ. Ни яшши, ни ватти вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлмеҫҫӗ. Компьтер умӗнче кун ирттерекен ачасем ӑнланмасӑрах хӑнӑхнине кура вӗсем шкул чӗлхине хӑвӑрт кӗрсе лараҫҫӗ. Вара пуҫланать чӑваш чӗлхин онлайн-уроклӑ ҫӗнӗ тапхӑрӗ: «Zoom платформӑпа усӑ курса ВКСсем ирттересси, кейс-технологисене алла илесси, дистант процессне серверсемпе пуянлатасси («Шӑнкӑрав», 17.04. 2020). Япалипе пӗрле ячӗ килни ӗмӗрех пулнӑ, малашне те пулӗ. Ҫапах та, ҫав сӑмахсенчен нумайӑшне ним марах хамӑр чӗлхепе ӑнланмалла калама пулать. Вӗсем тӑван чӗлхене чиперех вырнаҫаҫҫӗ те пурне те ӑнланмалла янӑраҫҫӗ: ҫумри инҫесас (сотовый телефон), инҫет вӗренӳ (дистанционное обучение), тӳрӗ кӑларӑм (прямая передача) тата ыт. | ||
Чӗлхе кунӗХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш халӑх сайчӗн пуҫлӑхне Н.А. Плотникова Хисеплӗ Николай Алексеевич! Паян – Чӑваш чӗлхин кунӗ. Ӑна чӑваш халӑхӗн чи паллӑ кунӗсен календарьне кӗртмешкӗн В.П. Станьялпа, А.П. Хусанкайпа, П.С. Красновпа, ытти хастарпа пӗрле ҫак йӗркесен авторӗ те еплерех ӗҫлени ҫинчен пурӑна киле уйрӑммӑн калаҫӑпӑр. Паян вара ҫак уявпа сана та, сайт вулавҫисемпе тусӗсене те тулли кӑмӑлӑмпа, чунӑм-чӗремрен саламлатӑп. Н.В. Никольский никӗсленӗ «Хыпар» хаҫатра тӗрлӗ ыйту йышӗнче чӗлхе ыйтӑвӗпе ҫырнӑ хайлавсем те сахал мар. Паянхи хаҫатсемпе танлаштарсан, 1906–1907 ҫулсенче тухса тӑнӑ «Хыпарпа» вӑл пырса тӑнӑ кашни ялтах пурте тенӗ пекех паллашайнӑ: унӑн номерӗсене ҫырӑнса илекенӗн килӗнче е шкулта, хурал пӳртӗнче, йӗтем ҫинче пуҫтарӑнса вуланӑ. Чӑваш халӑх сайтне вырнаҫтарма сӗнекен ҫак материал пин-пин йӑхташӑмӑр чунне хускатнах. Унӑн ҫивӗчлӗхӗ паян та чакманни те мана пӗртте иккӗлентермест. Стиле, орфографипе пунктуацие улӑштарман. Хисеплесе – Алексей Петрович Леонтьев. | ||
Чӑваш чӗлхи
Ӗнер, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2020» акци иртрӗ. Диктантӑн тӗп тӗллевӗ ытти ҫулхинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тесе йӗркеленӗ ӑна. Диктанта Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулсенче вӗренекенсем те хастар хутшӑннӑ. Ытти ҫулхи евӗр парта хушшине ларса мар. Килте. Асӑннӑ шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, техника енчен чӑрмавсем пулсан та шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗ асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, вӗрентекенсем Юрий Скворцов ҫырнӑ «Уках хурӑнӗ» хайлав сыпӑкне ҫырнӑ. Текста Владимир Егоров вуланӑ. Ҫыракансем хушшинче Чӑрӑшкасси шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Серебряковсен асламӑшӗ, 73 ҫулхи Нина Серебрякова, ытти ҫулти пекех хастар пулнӑ. Вӑл хӑй тӗслӗхӗпе ҫамрӑксене хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |